Донбасс ачисем Чӑваш Ене сывлӑха ҫирӗплетме килеҫҫӗ. Донбасс тӑрӑхӗнчи Горловка хулинчи ачасене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Реабилитаци центрӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йышӑнать.
Центра сывлӑх енчен хавшак ачасене реабилитаци тухма илсе килеҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт) ыркӑмӑллӑх фончӗ «Помощь детям Донбасса» (чӑв. Донбасс ачисене пулӑшасси) проектпа килӗшӳллӗн пулӑшать. Учрежденире хальлӗхе 22 ача реабилитаци витӗр тухнӑ.
Ӗнер Реабилитаци центрӗнче Горловка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Приходько пулнӑ, учрежденипе паллашнӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ вӑрҫӑ ачисене коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫӑмӑллӑх парас йӗркене ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер, асӑннӑ категорие кӗрекенсене республика ертӳҫисем коммуналлӑ пулӑшушӑн 25 процент сахалтарах тӳлеттерес йӗркене йышӑнчӗҫ. Ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пая каймалла. Заявленисене нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене квартал вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑратмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрремӗш хут ҫырса памалли вӑхӑт юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ.
Коммуналлӑ пулӑшупа парӑм пухӑнса кайнине судпа ҫирӗплетнӗ пулсан ҫӑмӑллӑха памасан та пултараҫҫӗ.
Вӑрҫӑ ачисен патшалӑх паракан пӗр ҫӑмӑллӑхпа ҫеҫ усӑ курма юрать. Кунта, сӑмахран, ӗҫ ветеранӗсене, ҫавӑн пек ытти категорие кӗрекенсене асӑнма пулать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вӑрҫӑ ачисем — 60 пин ытла ҫын, вӗсенчен 95 проценчӗ тӗрлӗ социаллӑ пулӑшупа усӑ курать.
Ӗҫсӗррисене регистрацилемелли вӑхӑтлӑх правилӑсене тӑсасшӑн. Кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫсӗр ҫынсене онлайн-мелпе регистрацилерӗҫ. Ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви ҫӗнӗ йышӑну проектне хатӗрленӗ.
Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, онлайн-регистрацие регионсем кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тӑсма пултарӗҫ.
Ӗҫсӗррисене ӗҫсӗрлӗх центрӗсене пымасӑрах регистрацилес йӗркене пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑнчӗҫ. Кирлӗ мӗнпур документа ӗҫсӗрлӗх служби патшалӑхӑн информаци тытӑмӗсенчен хӑй тӗллӗн пухма пултарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫсӗррисен йышне эрнесерен пӗтӗмлетет. Паянхи кун тӗлне илсен, ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шута илнисен йышӗ 11 пин те 529 ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле йышӗн 1,9 проценчӗ тенине пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисене тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 12 пин те 130 тенкӗпе танлашать, чи пӗчӗкки – 1500 тенкӗ. Кама миҫе тенкӗ тӳлесси ҫыннӑн шалӑвӗнчен килет. Малтанхи виҫӗ уйӑхра шалӑвӑн 75 поценчӗ чухлӗ (анчах чи пысӑк пособи виҫинчен ытла мар) тӳлесе тӑраҫҫӗ, тепӗр икӗ уйӑх – 60 процент (анчах 5 пинрен ытла мар).
Ӗҫсӗрлӗх пособине пирӗн ҫӗршывра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, кӑшӑлвирус алхасма пуҫланнӑ вӑхӑтра, 8 пинрен 12 пин те 130 тенке ҫити ӳстернӗччӗ. Малтанласа вӑхӑтлӑх мера терӗҫ те, анчах кайран та вӑл виҫене чакамарӗҫ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр организаци-предприятире шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсем халӗ те тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫ укҫин парӑмне кӑҫалхи икӗ уйӑхра 3,5 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма шыраса илессишӗн тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерме тивет. Районсемпе хуласен администрацийӗсенчеларусем ирттереҫҫӗ. Республикӑра виҫӗ енлӗ комисси йӗркеленӗ, ведомствӑсем хушшинчи комисси Элтепер ҫумӗнче ӗҫлет.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 организацире, сӑмахран, «Шупашкарти промстройпроект» проект институтӗнче, «СУОР» ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра, Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче, парӑма 3,5 миллион тенкӗлех чакарнӑ.
Чӑваш Енри Тӗп медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗн ертӳҫи улшӑннӑ. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Инстаграмра пӗлтернӗ.
Министр ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ӗҫлӗ тӗл пулу ирттернӗ. Медицинӑпа бюро эскпертизин бюровне Карина Митина етсе пырать. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе министр сусӑр ҫынсене социаллӑ пулӑшу парас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра – реабилитаци тата абилитаци енӗпе те.
Чӑваш Ен Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, кӑларнӑ хушура сӑмах Алина Кузнецова пирки пырать. Алина Ноевнӑна министр ҫумӗнчен кӑларма йышӑннӑ.
Алина Кузнецова министр ҫумӗ пулса 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑра финанс пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Халӗ Алена Елизарова министрӑн ҫумӗсем иккӗ: Лариса Арсентьева (вӑл – пӗрремӗш ҫум) тата Александр Колесников.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн)3 халӑх фрончӗ Пӗтӗм тӗнчери сусӑр ҫынсен кунӗ тӗлне «Доступная среда» (чӑв. Хӑтлӑ хутлӑх) тест йӗркелӗ.
Проекта аслӑ шкулсенче тата шкулсенче вӗренекенсем, обществӑлла апатлану предприятийӗсенче ӗҫлекенсем, йла пулӑшӑвне кӳрекенсем, регионсенчи тата муниципалитетсенчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрествинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тест сусӑрсен тӗлӗшпе тимлӗрех пулмаллине аса илтерме тивӗҫ.
Теста хутшӑнас тесен https://edu.rirportal.ru/total-test-2020/ каҫӑпа иртмелле.
Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» патшалӑх ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме пулӑшасшӑн.
Аса илтерер: асӑннӑ категорие кӗрекенсемпе ҫыхӑннӑ саккуна пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи ака уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Анчах вӑл саккунта укҫа-тенкӗ енчен пулӑшма пӑхса хӑварманччӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшу мерисем пирки шухӑшласа пӑхма ун чухнех шантарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, ҫавӑн пекех Финанс министерстви «вӑрҫӑ ачисене» ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн ҫӑмӑллӑх пама сӗннӗ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи диспансерӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем паян та йышлӑ. Унти 170 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен 6-шӗ – интернат ӗҫченӗсем. Тата тепӗр 16 ҫынна амбулатори мелӗпе (тепӗр майлӑ каласан, килте) сиплеҫҫӗ. Ҫак цифрӑсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗнче паян пӗлтернӗ.
Психоневрологи диспансерӗнче COVID-19 диагнозне кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, чире учрежденире ӗҫлекенсенчен пӗри ертме пултарнӑ. Роспотребнадзорта вара интернат ӗҫченӗсем 14 кун киле каймасӑр ӗҫлемелли йӗркене пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Алексей Петрович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Анатолий Александрович Александров, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Ягупова Ирина Николаевна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |